12212 | Арҫын ӑсӗ алӑ шит, хӗрарӑмӑн хӗрӗх шит. | Арҫын — Хӗрарӑм |
42214 | Арҫын ватӑ пулсан та, ҫамрӑк арӑма ватӑлтарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12215 | Арҫын йытӑ мар, шӑмӑ ҫине пӑхмасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12216 | Арҫын килет — усӑ тӑвать, хӗрарӑм килет — элек парать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12217 | Арҫын ҫӗре ҫӗрпе кӗрет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12218 | Арҫын тупать, хӗрарӑм тытать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12219 | Арҫын Турӑпа тан, хӗрарӑм шуйттанпа тан. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12220 | Арҫынӗ — ӗҫ тума, арӑмӗ — ача тума. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12221 | Арҫынӗ упа тытнӑ, арӑмӗ ашне ҫинӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12222 | Арҫынна кӗрӗк тарлаттармасть, пуртӑ тарлаттарать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12223 | Арҫынна сӑмах тивмест, хӗре тивет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12224 | Арҫынна хӗрарӑм чӗлхи пӗтерет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12225 | Арҫыннӑн апата сӗтел патне йӑтни лайӑх, япала ҫусан — ҫакни лайӑх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12226 | Арҫынпа хӗрарӑм пӗр сатана. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12227 | Арҫынсем хыҫҫӑн мунчана кайсан мунча тутлӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12228 | Аслӑ аппа — умри каска. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12229 | Аслӑ кинӗн пушмакӗ кӗҫӗн кине юрамасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12230 | Аякри кӗрӳ сӗтел хушшинче хӑна, ҫывӑхри — сӗтел айӗнчи пӑру. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12231 | Ӑннӑ арӑм та ҫывӑракан упӑшкине пусап тесе ҫӗр каҫиччен ҫиччӗ ҫӗҫӗ тытать тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12232 | Ӑсла сӑра мар, ашак лаша мар, хӗрарӑм хуҫа мар теҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12233 | Ӑслӑ арӑмпа айван упӑшка та ӑсланнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12234 | Виҫ хӗрарӑм — пӗр пасар, виҫӗ арҫын — ҫур урам. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12235 | Виҫ хӗрарӑм — пӗр пасар, тӑхӑр арҫын — пӗр пуху. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12236 | Вуник к... пӗр чашӑк, вуник т... пӗр витре. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12237 | Вуник пуртӑ вӑрҫман, вуник кӗнчелеҫҫи вӑрҫнӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12238 | Вуник пуртӑ пӗр ҫӗрте выртнӑ тет, вуник кӗнчелеҫҫи пӗр ҫӗрте ларайман тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12239 | Епренчӗкӗн арӑмӗ те епренчӗк. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12240 | Ӗлӗк пӗр хӗрарӑм: «Эпӗ качча кайнӑ чух каҫӗ те кӗске пулчӗ», — тесе куляннӑ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12241 | Ӗни мӗнле, арӑмӗ ҫавнашкал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12243 | Ик карчӑкӑн пӗр канаш: ӑҫта сӑра, унталла. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12242 | Ик-виҫ калӑп пӗр ҫӗртех выртать, ик майра пуҫ уйрӑм ларать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12244 | Икӗ питлӗ ҫӑкӑр икӗ кунлӑх, усал арӑм ӗмӗрлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12245 | Илнӗ лаша ӑнмасан ҫулталӑка хуйхӑ, илнӗ арӑм ӑнмасан ӗмӗрлӗхе хуйхӑ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12246 | Инке-арӑм кукӑль-ҫӑмаха ҫавӑрать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12247 | Инке-арӑм упӑшкинне чунне илет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12248 | Ирхи сывлӑм кӑнтӑрлаччен, усал матка ӗмӗрлӗх. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12249 | Йӑваш упӑшка арӑмне те чараймасть. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12250 | Йӑран арӑмӗ кахал тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12251 | Йӗкӗт чухне эпир калаҫакан хӗртен чиперри ҫук, авлансан пирӗн арӑмран усалли ҫук. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12252 | Йӗппи хыҫҫӑн ҫиппи пытӑр, упӑшки хыҫҫӑн арӑмӗ пытӑр. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12253 | Йӳҫӗ сӑра ӳсӗртет, хаяр арӑм кӑвакартать. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12255 | Картишӗнче йытӑ усал вӗрет, килте хӗрарӑм усал. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12257 | Карчӑк ларнӑ ҫӗрте вилес пек колать тет, она хирӗҫ ыйтсан калать тет: «Клете хопны аса килчӗ халь», — тесе. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12256 | Карчӑк-кӗрчӗк йӗнерчӗк, катка-матка-лапатка. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12259 | Карчӑка — туя, арӑма — арҫын. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12258 | Карчӑка ал памаҫҫӗ. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12260 | Качакан — ҫухрасси, хӗрарӑмӑн — макрасси. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12261 | Кӑкшӑмне кура пӑкки, арӑмне кура упӑшки. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12262 | Кӑмака — пӳрт ӑшши, арӑм — чун ӑшши. | Арҫын — Хӗрарӑм |
12263 | Кӑмака ҫулталӑкра пӗрре улталать, арӑм — ҫитмӗл ҫиччӗ тет. | Арҫын — Хӗрарӑм |